8525 | Чир пӑтпа кӗрет, мӑскалпа тухать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8526 | Чир пӗр ҫыпӑҫсан хӑпма пӗлмест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8527 | Чир пуҫламӑшӗ сивӗре тет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8528 | Чир пуҫҫаптарать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8529 | Чир пырса ҫапсан киремете те ҫул хывӑн. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8530 | Чир ҫамрӑккине те, ваттине те уяса тӑмасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8531 | Чир ҫыпӑҫнӑ чухне купи-капанӗпе килет, тухнӑ чухне йӗп ҫӑрти витӗр тухать теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8532 | Чир тупма пӗлтӗн тӗк сывалма та пӗл теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8533 | Чир умӗнче ҫичӗ кукӑр хуҫӑлса та пуҫ тайӑн. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8534 | Чир ураран ӳкерет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8535 | Чир хыҫҫӑн савӑнӑҫ кӗт. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8544 | Чир этем сӑнне шуратать, эрех хӗретет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8536 | Чир-чӗр ересси хамӑртан килет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8537 | Чир-чӗр куҫа курӑнса килмест теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8538 | Чир-чӗр мӗнне пӗлмен ҫын чунӗпе хытӑ пулать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8539 | Чир-чӗр чӑлах тӑвать, вилӗм ҫука хӑварать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8540 | Чир-чӗре Турӑ ярать, ҫын Турра асӑнма ярать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8541 | Чир-чӗрпе мар, ӑспа мухтан. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8542 | Чир-чӗртен сыхлан теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8543 | Чир-чӗртен сыхланса пӗтереймӗн. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8510 | Чир: «Вӑйлӑ ҫынран хӑратӑп, айванпа туслашатӑп», — тесе ҫӳрет тет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8545 | Чире ан кӗт — вӑл хӑех пырӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8546 | Чире хамӑр шыраса тупатпӑр. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8547 | Чирӗн мӑйраки нумай. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8548 | Чирӗн сӑлтавӗ пур, эмелӗн хакӗ пур. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8549 | Чирӗн хӑйӗн саккун тенӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8550 | Чирлекен пурте вилмес. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8551 | Чирлемен ҫын нӑйкӑшмасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8552 | Чирлемесен сывлӑх хакне пӗлместӗн. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8553 | Чирлесе выртас марччӗ, виҫ кунлӑха ҫеҫ вилӗм пултӑрччӗ теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8554 | Чирлесе курман этем ҫынна хӗрхенме пӗлмест. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8555 | Чирлесе курмасӑр сывлӑх хакне пӗлме ҫук. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8556 | Чирлесе ӳксен ылтӑн кровать та усӑ памасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8557 | Чирлесе ӳксен юмӑҫ нумай. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8558 | Чирлесен пыл та йӳҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8559 | Чирлесси вӑл такамӑн та пулать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8561 | Чирлӗ — шӑнтӑр, ӳсӗр — мӗскӗн. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8560 | Чирлӗ арӑма упӑшки ӑшӑтман. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8562 | Чирлӗ ҫын апат тиркет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8563 | Чирлӗ ҫын кунне-ҫӗрне хӑй чирӗ ҫинчен шухӑшласа ирттерет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8564 | Чирлӗ ҫынна мамӑк тӳшек те хытӑ теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8565 | Чирлӗ ҫынна ҫил те тулать. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8566 | Чирлӗ ҫынна ҫут тӗнче те ҫутӑ мар. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8567 | Чирлӗ ҫыннӑн ыйхи кӗске. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8568 | Чирлӗ ҫыншӑн пыл та йӳҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8569 | Чирли — сывлӑхшӑн йӗрет, чӗрри — пурлӑхшӑн йӗрет. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8570 | Чирпе ан мухтан, сывлӑхпа мухтан. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8571 | Чирпе ҫын пусӑрӑнать теҫҫӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8572 | Чирсӗр пурнӑҫ пулмасть. | Сывлӑх — Чир-чӗр |
8573 | Чиртен вӑйпа хӑтӑлма ҫук тенӗ. | Сывлӑх — Чир-чӗр |